Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Комсомольски районӗ

ЧӲК
03

Валери Туркайӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ
 Роман Яковлев | 03.11.2024 11:16 |

Культура

Ҫак кунсенче Шупашкарта Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курнӑ. Вӑл «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» ятлӑ.

Кӗнеке пӗтӗмпех Ятарлӑ ҫар операцине тата патриотизм темине халалланӑ сӑвӑсенчен тӑрать. Чӑваш поэчӗн ҫак кӗнекене кӗнӗ сӑввисен пӗр пайне вырӑсла Владимир Грибанов (Чӑваш Ен), Николай Михин (Питӗр) тата Юрий Щербаков (Аҫтӑрхан) куҫарнӑ.

Ҫӗнӗ кӗнекен «На войне многим хочется читать стихи» ятлӑ умсӑмахне пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр, Раҫҫей Паттӑрӗ Николай Гаврилов генерал-лейтенант ҫырнӑ.

Валери Туркай хӑйӗн ҫӗнӗ кӗнекин ытларах пайне ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫапӑҫакан паттӑр ентешӗсене парнелеме палӑртать. Кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче поэтӑн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнелте пурӑнакан хастар ентешӗсем «Парнелӗр салтака чечек. Дарите цветы солдату» кӗнекене, ытти гуманитари пулӑшӗвӗпе пӗрле, Запорожье тӑрӑхне илсе кайнӑ та ӗнтӗ.

Валери Туркайӑн ҫак пӗртте ансат мар саманара пурне те питӗ кирлӗ кӗнекине вулакан патне ҫитерме Чӑваш Енре тата Мускавра пурӑнакан Раҫҫейӗн чӑн-чӑн патриочӗсем пулӑшнӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри водитель «Чи лайӑх грузовик водителӗ» конкурсра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ӑмӑрту Грозный хулинче авӑн уйӑхӗн 25-27-мӗшӗсенче иртнӗ.

Унта пирӗн ентеш Александр Анисимов хутшӑннӑ. Вӑл – Комсмольски тӑрӑхӗнчен, руль умӗнче 19 ҫул ларать, «СпецТранс» организацире ӗҫлет. Александр конкурсра 92 балл пухса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫапла вӑл 150 пин тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Паян ирхине Комсомольски округӗнче авари пулнӑ. Унта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗ ҫывӑхӗнче 7 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, Чӗмпӗр енчен килекен «Форд Фокус» хирӗҫ ҫул ҫине тухса «Газельпе» ҫапӑннӑ. Иномарка водителӗ вӑйлӑ суранланнӑ. Шел те, вилмеллех. «Газель» водительне пульницӑна илсе кайнӑ.

Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
ШӖМ видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
ШӖМ видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре наркотиклӑ арҫынна тытса чарнӑ.

Питӗрте пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна «Хӗвелтухӑҫ» М-12 ҫул ҫинче чарнӑ. Вӑл хӑйӗн «Хендай-Солярис» машинипе Питӗртен Челепире кайма тухнӑ.

Машинӑна Каҫал тӑрӑхӗнчи ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсемпе йӗрке хуралҫисем чарнӑ. Машинӑра 5 килограмм героинпа пулнӑ.

Арҫын хӑйӗн айӑпне тунсан та ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai/
 

Республикӑра
tclife.ru сайтри сӑн
tclife.ru сайтри сӑн

Республикӑри 10 округ Сосновский пултӑранӗпе кӗрешме хушма укҫа ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче - Улатӑр, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел округӗсем. Вӗсене пӗтӗмпе 4,5 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫапа 2,85 тӑваткал ҫухрӑм лаптӑк ҫинчи Сосновский пултӑранне пӗтерме май парӗ.

Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ҫак наркӑмӑшлӑ курӑкпа кӗрешме 11,4 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/government_chuvashii
 

Персона
Наталия Арсентьеван архивӗнчи тата cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
Наталия Арсентьеван архивӗнчи тата cap.ru сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

Культурӑра чылай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята пама йышӑннӑ.

Ку сума хальхинче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн хормейстерӗ Наталия Арсентьева тата Комсомольски муниципаллӑ округӗнчи Тӗп клуб тытӑмӗн халӑх театрӗн режиссёрӗ Марина Шумилкина тивӗҫнӗ.

Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Каҫал тӑрӑхӗнче инкек пулса иртнӗ. «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» ҫулӑн 78-мӗш километрӗнче 8 сехет те 30 минутра «Мицубиси Лансер» автомобиль груз турттаракан «Рено» машинӑпа ҫапӑннӑ. «Рено» рулӗ умӗнче Дагестан ҫынни пулнӑ.

Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн машинӑсем ҫул айккине кӗрсе кайнӑ, хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл машинӑри 59 ҫулти водитель, Шупашкар арҫынни, инкек вырӑнӗнчех вилнӗ.

Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ ҫӑмӑл машина хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Водителе ҫав вӑхӑтра япӑх пулса кайма пултарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Красноармейски округӗнчи Ҫӗньял Чуракассинче 59 ҫулти арҫын 3 кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тупнӑ. Тӗрӗсрех каласан, унӑн виллине тупнӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 14 сехетре Ҫӗньял Чуракасси ҫывӑхӗнчи пӗверен унӑн виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ.

Аса илтерер: ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче 52 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тупнӑ.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 15 ҫын путса вилнӗ, ҫав йышран 13-шӗ – ҫӗртме уйӑхӗнче. Вӗсен йышӗнче – 3 ача.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Комсомольски округӗнчи Асанкасси ялӗнче арҫын путса вилнӗ. Ку инкек иртнӗ эрнере пулнӑ.

Эрнекун, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 52 ҫулти арҫын пӗвере шыва кӗнӗ те путнӑ. Унӑн виллине ҫӑлав службин ӗҫченӗсем кӑларнӑ. Палӑртмалла: арҫын ятарласа хатӗрлемен выранта шыва кӗнӗ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ. Ҫав йышра – 3 ача. Чылай чухне ҫынсем юраман вырӑнта тата ӳсӗрле шыва кӗрсе путнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_official/19596
 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Каҫал тӑрӑхӗнче ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем ҫула тухнӑ ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. «Соболь» автомашина водителӗ ӳсӗр пулнине полицие шӑнкӑравласа систерекенсем пулнӑ. Машина ҫулпа пынӑ чухне ҫулӑн пӗр енчен тепӗр енне сулӑннӑ.

Комсомольски ялӗ патӗнче автомобиле йӗрке хуралҫисем чарнӑ. Водитель тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Водитель Шупашкар муниципаллӑ округӗнчен пулнӑ. Вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчен рабочисене илсе килме тухнӑ.

 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 63
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне хӑвӑра аталантарма, карьерӑра хӑпарма майсем туса парӗ. Сирӗн лидер пулас килет — лару-тӑру та сирӗн майлӑ пулса пырӗ. Анчах ҫынпа хутшӑннӑ чухне ытлашши кӑнттам ан пулӑр. Ӗҫре хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтартма пултаратӑр. Анчах хӑвӑр ҫине ытлашши нумай ӗҫ ан илӗр. Харпӑр пурнӑҫра ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнӑва йӗркелеме май пулӗ. Вӑй-хал халӗ сирӗн нумай, анчах ӑна кирлӗ ҫӗре ямалла: спорт: вӗренӳ, пултарулӑх.

Юпа, 03

1926
99
Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1985
40
Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2018
7
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи